|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Паян республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов вӗлле хурчӗ ӗрчетес ыйтупа Ҫӗрпӳ районӗнче канашлу ирттернӗ. Мероприятин официаллӑ пайне пуҫличчен Камайкас Чурачӑк ялӗнчи Алексей Федоров хуҫалӑхӗпе паллашнӑ. Хастар арҫын вӗлле хурчӗ тытать. Пыл хурчӗсем валли вӑл мӗнпур услови туса панӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑри хуҫалӑхсенче 45,9 пин вӗлле ҫемйи тытаҫҫӗ, пирӗн тӑрӑхра туса илекен пылӑн 95 проценчӗ – уйрӑм хуҫалӑхсен тӳпи. Кӑҫалхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра вӗлле хурчӗ ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ саккун вӑя кӗрӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, уй-хире им-ҫамличчен вӗлле хурчӗ тытакансене пӗлтермелле. Пӗр-пӗр хир чиккинчен 7 километр таран вырнаҫнисене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Патӑрьел районӗнчи Тикеш ялӗнче ӗҫлесе пурӑнакан пӗр фермер кӳршӗсене... шыв ӗҫме кансӗрлет. Ҫапла пӗлтернӗ Инстаграмри @batyrevo_sos страницӑра. Асӑннӑ ушкӑнӑн администраторӗ патне мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерекен тупӑннӑ. Тикешри фермер мӑйракаллӑ шултра выльӑха 30 пуҫ тытать иккен. Кӗтӗве янӑ выльӑха ялти ҫав хастар электрокӗтӳҫпе асӑрхаса тӑрать. Тислӗк шывне вӑл пахчана уҫласа тӑкать-мӗн. Ҫӗр айӗнчи шыв вараланнӑран фермерӑн кӳршисем ҫӑлти шыва ӗҫеймеҫҫӗ, ҫутҫанталӑкӑн ҫак ырлӑхне вӗсен лавккаран туянма тивет. Хыпара вуланисенчен пӗрисем фермера ӳрӗклӗхшӗн ырласа унӑн кӳршисене ҫӑхавҫӑсем тесе хурлаҫҫӗ, теприсем кӳршӗсене шеллеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Малтикас ялӗнче ӗне ферми уҫӑлнӑ. Унта 440 пуҫ вырнаҫмалӑх ферма хута янӑ. Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ комплекса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна хута яма 105 миллион тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Фермӑра ӗне сумалли ятарлӑ зал та пур. Комбинат ҫитес ҫулта шултра мӑйракаллӑ выльӑх шутне 5 пине ҫитересшӗн, унта 14 тонна сӗт суса илмешкӗн палӑртнӑ. Фермӑпа ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паллашнӑ. Вӑл паха сӗт туса илсен конкурентсем те пулмассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пӗлтӗр ЧР Ял хуҫалӑх министерстви наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешмешкӗн хыснаран 9 миллион тенкӗ уйӑрасси пирки каланӑччӗ. Ҫавна май ятарлӑ бригадӑсем йӗркелеме палӑртнӑ. Бригадӑсене хӳтӗлев костюмӗсемпе, химикатсемпе, хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑччӗ. Анчах ку таранччен наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешекен ятарлӑ бригадӑсем пирки сас-хура ҫук-ха. Етӗрне районӗнче вара ҫынсем хӑйсем наркӑмӑшлӑ курӑка пӗтерме тухнӑ. Вӗсем нимӗнле ятарлӑ тум та тӑхӑнман, аллисенче – ҫава тата кӗреҫе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() pxhere.com сайтри сӑн Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, ӗне усракансене укҫан пулӑшаҫҫӗ. Пӗрремӗш 40 ҫын субсидие илме документсем тӑратнӑ ӗнтӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Укҫана паян тӳлеме тытӑннӑ. 40 ҫынна укҫана куҫарса панӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 201700 тенкӗлӗх. Пӗр ӗнешӗн – 2400 тенкӗ, икӗ ӗнешӗн – 3400-шер тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400 тенкӗшер параҫҫӗ. Кӑҫал ӗне усракансене пулӑшас тӗллевпе хыснаран 171,4 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Субсидие 35 пин ытла ҫын илейӗ. Ӑна тивӗҫес тесен вырӑнти администрацие заявлени ҫырса памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре район ҫыннисемпе тӗлпулу иртнӗ. Унта Рынкӑ ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи ял хуҫалӑх теллевӗллӗ 54 гектар ҫӗре промышленность ҫӗрӗ категорие куҫарас ыйтӑва хускатнӑ. Александр Андреев ҫырнӑ тӑрӑх, администраци пуҫлӑхӗ халӑх иккӗленӗвне сирсе ярайман. « Агропарк валли ҫӗре промышленность тӗллевӗпе куҫарни кирлӗ мар, усӑ курмалли тӗсе ҫеҫ улӑштармалла. Ют ҫӗршыв инвесторӗсем ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре туянаймаҫҫӗ, промышленность тӗллевӗллине илме май пур. Халӑх итлевӗ май килнӗ таран анлӑн та уҫҫӑн иртмелле», — тесе ҫырнӑ депутат. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре агротехнопарк хута яма палӑртнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулӗ. Кун пирки Аслӑ экономика канашӑн ларӑвӗнче вице-премьер – экономика министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ. Республикӑра патшалӑх индустри, агропромышленоҫ паркӗсене – пӗтӗмпе виҫҫӗ – тума палӑртнӑ. Ҫав шутра – Ҫӗрпӳ районӗнче, унта агротоехнопарк пулӗ. Министр хальлӗхе ҫак паркра Чӑваш Енре регистрациленнӗ 15 ял хуҫалӑх компанийӗ вырнаҫма кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Агротехнопарк усӑ курман ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртме, инвесторсене илӗртме май парӗ. Паллах, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем те йӗркеленӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cheb.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Метикасси ялӗнче ферма уҫӑлнӑ. Унта 500 ӗне вырнаҫать. Ферма тумашкӑн 200 миллион тенке яхӑн тӑкакланнӑ. Фермӑна тӳре-шара та ҫитсе курнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аграрисем тӑкаксен пӗр пайне саплаштарма пултараҫҫӗ, РФ Ял хуҫалӑх министерствин конкурсне хутшӑнмалла ҫеҫ. Комисси витӗр тухнисем федераци хыснинчен – тӑкакӑн 25 процентне, регион хыснинчен 16 процентне илме пултараҫҫӗ. Конкурс суйлавӗ витӗр тухманнисен регион хыснинчен тӑкакӑн 30 процентне саплаштарас шанчӑк пур. Аса илтерер: Ҫӗрпӳ районӗнче тислӗкпе пӗрле пӑру виллисене уя кӑларса ывӑтни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() kccc.ru сайтри сӑн «Росельхозцентр» специалисчӗсем Чӑваш Енри уйсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хирте вӗтӗ сиенлӗ пӑрҫӑ (выр. Хлебная блошка) ӗрченӗ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫанталӑк вӗсемшӗн меллӗ тӑрсан малтан сӑтӑрҫӑсем кӗрхи культурӑсем ҫинче тупӑнаҫҫӗ, унтан – ҫурхисем ҫинче. Пӑрҫасем уйрӑмах хӗвеллӗ шӑрӑх ҫанталӑкра хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Кун пек условисенче вӗсем хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал сӑтӑрҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел, Елчӗк тата Пӑрачкав районӗсенче нумай. Хуҫалӑх ертӳҫисене лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ. Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем. Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
